Молитвенное правило Преподобного Серафима Саровского

 

 

ОТЧЕ НАШ

Эй Çÿлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн Патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те Çÿлти пекех пултăр; паян пурăнмалăх çăкăр пар пире, эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек пирĕн парăмсене каçар пире; çылăха ан кÿрт пире, усалтан хăтар пире.

(Молитва читается трижды)

 

ПЕСНЬ ПРЕСВЯТОЙ БОГОРОДИЦЕ

Эй Турă çуратнă Хĕр, савăн, Санпала Турă, тиветлĕ Мария. Эсĕ пур хĕрарăмсенчен те мухтавлă, Санран çурални те мухтавлă, Эсĕ пирĕн чунсене Çăлакана çуратнă.

(Молитва читается трижды)

 

Тен Симвале

1.      Пĕр Атте Турра ĕненетĕп, Вăл пурне те тытса тăрать; пĕлĕте, çĕре, курăнаканнине, курăнманнине, пурне те Вăл пултарнă тесе.

2.      Тата пĕр Иисус Христос Турра ĕненетĕп, Вăл Туррăн пĕртен-пĕр Ывăлĕ, Вăл пур ĕмĕртен малтан Ашшĕнчен çуралнă; Вăл çутăран çута тухнă пек чăн Турăран çуралнă чăн Турă, Ăна пултарман, Вăл çуралнă, Вăл Ашшĕпе пĕрех, пурте Ун урлă пулнă, тесе.

3.      Вăл пире этемсене çăласшăн Çÿлтен анса, Святой Сывлăш хăвачĕпе Мария Хĕртен ÿтленсе çын пулнă, тесе.

4.      Понтий Пилат пурăннă вăхăтра Ăна пирĕншĕн хĕрес çумне пăталаса, асаплантарса, вĕлерсе пытарнă, тесе.

5.      Турă çырăвĕнче çырнă пек, Вăл виççĕмĕш куне вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, тесе.

6.      Вăл Пĕлĕт çине çĕкленсе Ашшийĕн сылтăм енне ларнă, тесе.

7.      Вăл чĕррисене те, вилнисене те суд туса уйăрма аслăлăхĕпе тата килмелле, Унăн Патшалăхĕ нихăçан та пĕтес çук, тесе.

8.      Тата Святой Сывлăш Турра ĕненетĕп, Вăл чĕрĕлĕх парать, Вăл Ашшĕнчен тухать, Ăна Ашшĕпеле, Ывăлĕпеле пĕрле мухтаса пуççапмала; пророксене Вăл калаттарнă, тесе.

9.      Чиркĕве ĕненетĕп, Вăл пĕрреçех, таса, пĕтĕм çĕр çинче пĕрре   анчах, вăл Апостолсенчен юлнă, тесе.

10.    Çылăха каçартармашкăн пĕрре анчах тĕне кĕмеллине пĕлсе тăратăп.

11.    Вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрассипе

12.    леш тĕнчере ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнассине кĕтсе тăрăтап. Аминь. (Молитва читается единожды)

 

ПЕСНЬ ПРЕСВЯТОЙ БОГОРОДИЦЕ

Эй Турра çуратнă Хĕр, Сана асла хурса хисеплеме тĕрĕс тивеçлĕ, Эсĕ пирĕн Туррăн ĕмĕр мухтавлă, Таса Амăшĕ, Эсĕ Херувимсенчен те аслă, Серафимсечен те мухтавлă. Эсĕ Турă Амăшĕ, Сана аслăлатпăр.                                 

(Молитва читается единожды)

                                                                                         

 

Это правило нужно читать каждый день и утром, и вечером. Кроме того, до обеда постоянно надо читать про себя молитву Иисусову:"Эй, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, çырлах мана, çылăхлăскере.", а после обеда  до вечера: "Туррăн Таса Амăшĕ, çал пире. ".

 

Яндекс.Метрика