Избранные молитвы из Всенощного бдения

 

Величит душе моя Господа

Манăн чунăм Турра аслăлать,/ манăн кăмăлăм Çăлакан Туррăмшăн савăнать.

Эсĕ Херувимсенчен те аслă,/ Серафимсенчен те мухтавлă,/ Эсĕ Хĕр халлĕн Сăмах Турă çуратнă,/ Эсĕ Турă Амăшĕ, Сана аслăлатпăр.

Вăл Хăй Чурийĕн йăвашлăхне курчĕ,/ малашне ĕнтĕ мана пур халăхсем те мухтĕç.

Эсĕ Херувимсенчен та аслă:

Хăватлă Турă Мана аслă кăларчĕ,/ Унăн ячĕ таса, Унăн ырăлăхĕ Хăйĕнчен хăракансене сыпăкран сыпăка пырать.

Эсĕ Херувимсенчен та аслă:

Вăл Хăйĕн алли хăватне кăтартрĕ;/ ăшĕсенче мăнкăмăллă шухăшлакансене салатрĕ.

Эсĕ Херувимсенчен та аслă:

Вăйлисене аслă вырăнĕсенчен ÿкерчĕ, йăваш кăмăллисене аслă кăларчĕ;/ выçăхнисене ырăлăхĕпе тăрантарчĕ, пуяннисене нимĕнсĕрех хăварчĕ.                          

Эсĕ Херувимсенчен та аслă:

Аттемĕрсене, Авраама, унăн ăруне те ĕмĕрлĕхе пулĕ тесе каланă/ ырăлăхне астуса, Хăй чурине Израиле хапăл илчĕ.

Эсĕ Херувимсенчен та аслă:

9 юра. Турă Амашийĕн таса праçникне

хисеплесе/ çĕр çинче çуралнисем пурте Святой Сывлăшпа çутăлса савăнччăр,/ ÿтсĕр, ăслă Ангелсем те хĕпĕртесе тăччăр, эй Турра çуратнă, пит мухтавлă ĕмĕр Таса Хĕр,/ савăн! Тесе юрлаччăр.

Великое славословие

Мухтав Çÿлти Турра, çĕр çине канăçлăх килчĕ,/ çынсене ырăлăх çитрĕ,/ Санан аслăлăхна курса Сана мухтатпăр, Сана аслăлатпăр,/ Сана пуççапатпăр,/ Сана мухтаса юрлатпăр,/ Сана тав тăватпăр./ Эй Турă, Çÿлти Патша, пурне те тытса тăракан Атте Турă!/ Эй Турăçăм, Туррăн пĕртен-пĕр Ывăлĕ Иисус Христос!/ Эй Святой Сывлăш! Эй Турă, Турă Путекки, Атте Турă Ывăлĕ,/ тĕнче çылăхне Илекен, хĕрхен пире/ тĕнче çылăхĕсене Илекен, кĕллĕмĕре хапăл илсем;/ Атте Туррăн сылтăм енче Ларакан, хĕрхен пире./ Эй Иисус Христос, Атте/ Турă аслăлăхĕпе пĕр Эсĕ анчах таса, пĕр Эсĕ анчах Турă;/ аминь.

Куллен Сана мухтаса тăрам,/ Санăн ятна ĕмĕртен – ĕмĕре мухтаса аслăлам./

Эй Турă, çак куна çылăхсăр ирттерсе яма пар пире;/ эй аттемĕрсенĕн Турри. Эсĕ мухтавлă, Санăн яту ĕмĕр мухтавлă, ĕмĕр чаплă; аминь./

Эй Турă, Сан çине шанса тăратпăр: ырăлăхна пирĕн çие çитер./

Эй Турă, Эсĕ мухтавлă,/ Хăвăн сăмахусене вĕрент мана./ 3 хут.

Эй Турă, Эсĕ сыпăкран сыпăка пирĕн хута кĕретĕн, Эпĕ каларăм; эй Турă, Сан умăнта çылăха кĕтĕм, хĕрхен мана, чунăма сыват, терĕм./

Эй Турă, Сана тархаслатăп, Эсĕ манăн Туррăм, Ху хушнă пек пурăнма вĕрент мана,/ пирĕн пурăнăç Санран тухать; Эсĕ çултăрнипе çутă курăпăр,/ Хăвна пĕлекенсене ырăлăхна кăтартса пыр./

Святой Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çырлах пире./ 3 хут.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр – ĕмĕрех; аминь./

Святой Вилĕмсер, çырлах пире./

Святой Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çырлах пире.

Отпустительные тропари.

1, 3, 5, 7 гласы:

Паян тĕнче çăлăннă кун,/ тупăкран чĕрĕлсе тухнă/ пурăнăç Пуçлăхне асăнса юрлар:/ Вăл вилĕмĕпе вилĕме пĕтернĕ,/ вилĕме çĕнтерме хăват парса// пире пысăк ырăлăх тунă.

2, 4, 6, 8 гласы

Эй нумай ырăлăхлă Турă,/ Эсĕ тупăкран чĕрĕлсе тухнă,/ тамăк сăнчăрне татса янă,/ вилĕм судне пĕтернĕ,/ тăшман танатисенчен пурне те хăтарнă;/ Эсĕ Хăвăн апостолусене курăнса,/ вĕсене халăхсене вĕрентме янă,// вĕсен урлă пĕтĕм тĕнчене канлĕх панă.

Яндекс.Метрика