Избранные молитвы из Всенощного бдения

Всенощное бдение

Благослови душе моя Господа

Эй чунăм, Турра мухта; эй Турă, Эсĕ мухтавлă.

Эй Туррăм, Туррăм, Эсĕ пит аслă, эй Турă, Эсĕ мухтавлă.

Тусем çинче шывсем тăраççĕ, эй Турă, Санăн ĕçÿсем епле пысăк.

Тусем хушшинче шывсем юхаççĕ, эй Турă, Санăн ĕçÿсем епле пысăк.

Эсĕ пурне те пит пĕлсе пултарнă; эй пурне те пултаракан Турă, мухтав Сана.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех, аминь. Аллилуиа, аллилуиа, аллилуиа; эй Турă, мухтав Сана (3 хут).

Блажен муж

Усал çынсенĕн канашне çÿремен çын телейлĕ. Аллилуиа, аллилуиа, аллилуиа

Таса çынсенĕн çулне Турă пĕлсе тăрать, усал çынсенĕн çулĕ çухалĕ. Аллилуиа 3 хут.

Турра хăраса ĕçлĕр, Ун умĕнче савăнса, чĕтресе тăрăр. Аллилуиа 3 хут.

Ун çине шанакансем пурте телейлĕ. Аллилуиа 3 хут.

Эй Турă, тăр; эй Турăçăм, çăл мана. Аллилуиа 3 хут.

Çăлăнăç Турăра, Санăн пиллĕхÿ Хăвăн этемÿсем çинче. Аллилуиа 3 хут.

Вулакан: Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр – ĕмĕрех; аминь. Аллилуиа, аллилуиа, аллилуиа; эй Турă, мухтав Сана. 3 хут.

Господи воззвах

Эй Турăçăм эпĕ Сана тархаслатăп илт мана/ илт мана Турăçăм./ Эй Турăçăм эпĕ Сана тархаслатăп  илт мана/ Сана тархасланă чух манăн сассама илт/. Илт мана Турăçăм./

Манăн кĕллĕм Санăн умна фимиам пек пытăр/ эпĕ аллăма çĕклени Сана каçхи парне пек пултăр/ илт мана Турăçăм.

Свете тихий

Эй Иисус Христос,/ Эсĕ Çÿлти вилĕмсĕр таса, мухтавлă, аслă Аçăвунтан тухнă аван Çутă./ Эпир хĕвел аннă вăхăта çитсе каçхи çутта курсассăн,/ Атте Тура, Ывăл Турра, Святой Сывлăш Турра мухтаса юрлатпăр./ Эй чĕрĕлĕх паракан Турă Ывăлĕ,/ Сана кирек хăçан та аван сасăсемпеле мухтаса юрлама тивĕçлĕ,/ çавăнпа Сана пĕтĕм тĕнче мухтаса тăрать.

Сподоби Господи

Эй Турă, çак каçа çылăхсăр ирттерсе яма пар пире. Эй аттемĕрсенĕн Турри, Эсĕ мухтавлă, Санăн яту ĕмĕр мухтавлă, ĕмĕр  чаплă, аминь.

Эй Турă, Сан çине шанса тăратпăр: ырăлăхна пирĕн çие çитер. Эй Турă, Эсĕ мухтавлă, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана. Эй Патша, Эсĕ мухтавлă, Хăвăн тĕрĕслхÿ йĕркисене ăнлантар мана. Эй Святой, Эсĕ мухтавлă, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисемпе çутăлтар мана.

Эй Турă, Санăн ырăлăху ĕмĕрлĕхе: Хăвăн аллу пултарнисене ан пăрахсам. Сана мухтама тивĕçлĕ, Сана юрлама тивĕçлĕ, Сана аслăлама тивĕçлĕ: Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр – ĕмĕрех; аминь.

Ныне отпущаеши

Эй Туррăм, халĕ ĕнтĕ мана, Хăвăн чуруна, Ху каланă пек, лăплантарса яратăн: Эсĕ пур халăхсенĕн куçĕ умĕнче хатĕрленĕ çăлăнăçа, суя тĕнлисене çутатас Çутта, Хăвăн Израиль халăхийĕн мухтавне манăн куçăмсем курчĕç ĕнтĕ.

Богородице Дево радуйся

Эй Турра çуратнă Хĕр, савăн!/ Санпала Турă, тиветлĕ Мария;/ Эсĕ пур хĕрарăмсенчен те мухтавлă,/ Санран Çурални те мухтавлă,//Эсĕ пирĕн чунсене Çăлакана çуратнă.

33 псалом

Пур вăхăтра Турра мухтам,/ чĕлхе-çăварăмпа яланах Ăна мухтаса тăрам./ Манăн чунăм Турăпа мухтанĕ;/ йăвашсем илтĕç те хĕпĕртесе çитĕç./ Манпа пĕрле Турра аслăлăр,/ пĕрле тăрса Унăн ятне мухтăр./ Эпĕ Турра шырарăм та, Вăлмана илтрĕ,/ мана пур инкекрен те хăтарчĕ./ Ун çине шанса пăхакансем çутăлса кайрĕç,/ вĕсенĕн пичĕсем намăс курмĕç./ Çак мĕскĕн тархасларĕ те, Турă ăна илтрĕ,/ ăна пур асапĕнчен те çăлчĕ./ Турăран хăракансене Унăн Ангелĕ пур енчен те сыхласа тăрать,/ вĕсене хăтарса тăрать./ Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр!/ Ун çине шанса тăракан çын телейлĕ./ Эй Туррăн таса çыннисем, Турăран пурсăр та хăраса тăрăр:/ Унтан хăракансенĕн çитменни нимĕн те çук./ Çамрăк арăслансем хĕн те кураççĕ, выçă та аптăраççĕ:/ Турра шыракансем пĕр ырăлăхран та юлмаççĕ./ Килĕр, ачасем, итлĕр мана: Турăран хăрама вĕрентем сире./ Этемĕн пурăнасси килет-и, вăрăм ĕмĕрле пулса ырă курасси килет-и?/ Усал сăмах каласран чĕлхÿне чар,/ ултавлă сăмах кăларасран çăварна чарса тăр./ Усал ĕçрен пăрăн, ырă ĕç ту;/ çынпа килĕштерме тăрăш, çав май çÿре./ Туррăн куçĕ тÿрĕ çынсем çинче, Унăн хăлхи вĕсем йăлăннă енче./ Унăн сăнĕ усал тăвакансем çине, вĕсенĕн ятне çер çинчен пĕтерес тесе, пăхса тăрать./ Тÿрĕ çынсем тархаслаççĕ те, Турă вĕсене илтет,/ вĕсене пур асапĕсенчен те хăтарать./ Хуйхăллă чĕреллисене Турă çывăх тăрать,/ мĕскĕн кăмăллисене Вăл çăлĕ./ Тÿрĕ çыннăн хуйхă нумай:/ Турă ăна пуринчен те хăтарĕ./ Вăл унăн шăмми-шаккине сыхă усрать:/ унăн пĕр шăмми те ванмĕ./ Çылăхлă çынна усаллăхĕ вĕлерĕ,/ тÿрĕ çынна кураймансем пĕтсе лареç./ Турă Хăйĕн чурисенĕн чунĕсене хăтарĕ.// Ун çине шанакансем пĕри те пĕтмĕç.

Хвалите имя Господне (полиелей)

Туррăн ятне мухтăр,/ Эй Турă чурисем, Турра мухтăр./ Аллилуиа, аллилуиа, аллилуиа.

Иерусалимре пурăнакан Турă Сионра мутавлă. Аллилуиа 3 хут. 

Турра тав туса мухтăр,/ Вăл ырăлăхлă, Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе. Аллилуиа 3 хут.

Çÿлти Турра тав туса мухтăр,/ Унăн ырăлăхĕ ĕмĕрлĕхе. Аллилуиа 3 хут.

 Ангельский собор

Эй Турă, Эсĕ мухтавлă,/ Хăвăн сăмахусене вĕрент мана.

Эй Çăлакан,/ Эсĕ вилсе вилнисемпе пĕрле пулнă,/ вилĕм хăватне пĕтернĕ,/ Хупала пĕрле Адама чĕртсе тăратнă,/ тамăкран пурне те кăларнă;/ çавна кура Ангельсен ушкăнĕ пит тĕлĕннĕ.

Эй Турă, Эсĕ мухтавлă,/ Хăвăн сăмахусене вĕрент мана.

Шăтăкра çуталса тăнă Ангел/ çу илсе пыракан хĕрарăмсене каланă:/ эй вĕренекенсем,/ мĕншĕн хурланса йĕрсе миро çуне куççулĕпе хуташтартăр?/ Çак тупăка пăхса ăнласа илĕр,/ Çăлакан тупăкран чĕрĕлсе тухрĕ, тенĕ.

Эй Турă, Эсĕ мухтавлă,/ Хăвăн сăмахусене вĕрент мана.

Çу илсе пыракан хĕрарăмсем шурăмпуç килличенех Санăн тупăку патне васкаса йĕрсе пынă,/ вĕсене Ангел курăнса каланă:/ йĕрес вăхăт иртрĕ, ан йĕрĕр,/ Христос чĕрĕлни çинчен апостолсене калăр, тенĕ.

Эй Турă, Эсĕ мухтавлă,/ Хăвăн сăмахусене вĕрент мана.

Эй Çăлакан,/ хĕрарăмсем миро илсе пырса Санăн тупăку патĕнче макăрса тăнă;/ Ангел вĕсене каланă:/ Чĕрĕскере мĕншĕн вилнисем хушшинче тесе шухăшлатăр?/ Вăл Турă тăрăх тупăкран чĕрĕлсе тăчĕ, тенĕ.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Виç – ипостаçлĕ пĕр Святой Турра пуççапар:/ Ашшĕне, Ун Ывăлне, Святой Сывлăшне,/ эпир те Серафимсемпеле пĕрле:/ Святой, Святой, Святой Эсĕ, Турă, тесе калар.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр – ĕмĕрех. Аминь.

Эй пурăнăç Паракана çуратанă Таса Хĕр,/ Эсĕ Адама çылăхĕнчен хăтарнă,/ Евăна хуйхăрнă çĕртен савăнмалла тунă./ Санран çурални Турă та, çын та,/ Вăл пурăнăçран аташнисене пурăнăç çулне кăтартса ярать.

Аллилуиа, аллилуиа, аллилуиа; эй Турă, мухтав Сана. 3 хут.

Антифон 4гл. От юности моея.

Мана çамрăкранпах/ нумай усал шухăшсем аптăратаççĕ,/ эй Çăлакан,/ Эсĕ Ху ман хута кĕрсе çăл мана./

Мухтав:/ Эй Сиона кураймасăр тăракансем,/ Турă сире хурлăха хăварĕ:/ вутпа ĕннĕ курăк пек/ сире типĕтсе ярĕ.

Халĕ те:/ Святой Сывлăшпа пур чун та çĕнелет,/ тасалăхпа ырра тухать;/ Виç – ипостаçлĕ пĕр Турăпа/ пĕлме çук çуталать.

Воскресение Христово видевше

Христос чĕрĕлсе тăнине куртăмăр,/ Святой Иисус Турра пуççапар:/ пĕр Вăл анчах çылăхсăр./ Эй Христос, Санăн Хĕресне пуççапатпăр,/ Эсĕ хăватлă чĕрĕлсе тăнине мухтаса юрлатпăр:/ Эсĕ пирĕн Турă,/ Санран пуçне урăхне пĕлместпĕр,/ Санăн ятна анчах асăнатпăр./ Эй ĕненекенсем, пурсăр та килĕр,/ хăватлă чĕрĕлсе тăнă Христоса пуççапăр./ Хĕрес пĕтĕм тĕнчене савăнăç кÿчĕ;/ Турра яланах тав туса,/ Вăл чĕрĕлсе тăнине мухтаса юрлар: Вăл хĕрес çумне пăталанине тÿссе, вилне/ вилĕмĕпе вилĕме пĕтернĕ.

Ирмосы 4гл. Отверзу уста моя

1 юра. Хам чĕлхе – çăварăмпа уçам,/ вăл таса сывлăшпа тулĕ,/ Туррăн Патшара ларакан Амăшне сăмах кăларса калам;/ хĕпĕртесе çуталса тăрам,/ савăнса Унăн тĕлĕнмелле ĕçĕсене мухтаса юрлам.

3 юра. Эй Турра çуратнă Хĕр,/ эй иксĕлми чĕрĕ çăлкуçĕ!/ Пĕрле пухăнса Хăвна мухтаса юрлакансене/ хăватупа тĕреклĕлентер,/ Ху Турă умĕнче аслăра тăнă тăрăх/ мухтава тухма тивĕçлĕ ту вĕсене.

4 юра. Туррăн аслă вырăнĕ çинче ларакан Иисус Турă,/ çăмăл пĕлĕт çине ларса килнĕ пек,/ таса ала çине ларса килнĕ,/ эй Христос, Санăн хăвату мухтавлă пултăр,/ тесе калакансене çăлнă.

5 юра. Эй арçынна пĕлмен Таса Хĕр,/ Санăн чаплă мухтавлăхунтан пурте тĕлĕнсе тăраççĕ./ Эсĕ ăшăнта пуринĕн те Туррине йăтса çÿренĕ,/ ĕмĕртен малтанхи Ывăла çуратнă,/ Хăвна мухтаса юрлакансене/ пурне те калăçлăх панă.

6 юра. Эй Турă шухăшлă пурăнакансем,/ пурсăр та килĕр,/ çак таса, аслă праçнике Турă Амăшĕ ячĕпе туса,/ алă çупса савăнар,/ Унран çуралнă Турра мухтаса юрлар.

7 юра. Турă шухăшлă пулнă ачасем/ пурне те путаракан Турă вырăнне ахаль япалана пуççапман,/ явăнса çунакан вута пĕр хăрамасăр таптаса, савăнса юрланă:/ эй аттемĕрсенен аслă Турри,/ Эсĕ мухтавлă, тенĕ.

8 юра. Вутлă кăмакара сăваплă ачасене Турă/ Амăшĕнчен Çураласси çăлнă,/ ун чухне палли пулнă,/ кайран чăнах çуралнă,/ Вăл çурални пĕтĕм тĕнчене Турра мухтаса юрлама хаваслантарса тăрать:/ эй пултарнă япаласем, Турра мухтаса юрлăр,/ Ăна ĕмĕр – ĕмĕрех аслăласа тăрăр.


 

Величит душе моя Господа

Манăн чунăм Турра аслăлать,/ манăн кăмăлăм Çăлакан Туррăмшăн савăнать.

Эсĕ Херувимсенчен те аслă,/ Серафимсенчен те мухтавлă,/ Эсĕ Хĕр халлĕн Сăмах Турă çуратнă,/ Эсĕ Турă Амăшĕ, Сана аслăлатпăр.

Вăл Хăй Чурийĕн йăвашлăхне курчĕ,/ малашне ĕнтĕ мана пур халăхсем те мухтĕç.

Эсĕ Херувимсенчен та аслă:

Хăватлă Турă Мана аслă кăларчĕ,/ Унăн ячĕ таса, Унăн ырăлăхĕ Хăйĕнчен хăракансене сыпăкран сыпăка пырать.

Эсĕ Херувимсенчен та аслă:

Вăл Хăйĕн алли хăватне кăтартрĕ;/ ăшĕсенче мăнкăмăллă шухăшлакансене салатрĕ.

Эсĕ Херувимсенчен та аслă:

Вăйлисене аслă вырăнĕсенчен ÿкерчĕ, йăваш кăмăллисене аслă кăларчĕ;/ выçăхнисене ырăлăхĕпе тăрантарчĕ, пуяннисене нимĕнсĕрех хăварчĕ.                          

Эсĕ Херувимсенчен та аслă:

Аттемĕрсене, Авраама, унăн ăруне те ĕмĕрлĕхе пулĕ тесе каланă/ ырăлăхне астуса, Хăй чурине Израиле хапăл илчĕ.

Эсĕ Херувимсенчен та аслă:

9 юра. Турă Амашийĕн таса праçникне

хисеплесе/ çĕр çинче çуралнисем пурте Святой Сывлăшпа çутăлса савăнччăр,/ ÿтсĕр, ăслă Ангелсем те хĕпĕртесе тăччăр, эй Турра çуратнă, пит мухтавлă ĕмĕр Таса Хĕр,/ савăн! Тесе юрлаччăр.

Великое славословие

Мухтав Çÿлти Турра, çĕр çине канăçлăх килчĕ,/ çынсене ырăлăх çитрĕ,/ Санан аслăлăхна курса Сана мухтатпăр, Сана аслăлатпăр,/ Сана пуççапатпăр,/ Сана мухтаса юрлатпăр,/ Сана тав тăватпăр./ Эй Турă, Çÿлти Патша, пурне те тытса тăракан Атте Турă!/ Эй Турăçăм, Туррăн пĕртен-пĕр Ывăлĕ Иисус Христос!/ Эй Святой Сывлăш! Эй Турă, Турă Путекки, Атте Турă Ывăлĕ,/ тĕнче çылăхне Илекен, хĕрхен пире/ тĕнче çылăхĕсене Илекен, кĕллĕмĕре хапăл илсем;/ Атте Туррăн сылтăм енче Ларакан, хĕрхен пире./ Эй Иисус Христос, Атте/ Турă аслăлăхĕпе пĕр Эсĕ анчах таса, пĕр Эсĕ анчах Турă;/ аминь.

Куллен Сана мухтаса тăрам,/ Санăн ятна ĕмĕртен – ĕмĕре мухтаса аслăлам./

Эй Турă, çак куна çылăхсăр ирттерсе яма пар пире;/ эй аттемĕрсенĕн Турри. Эсĕ мухтавлă, Санăн яту ĕмĕр мухтавлă, ĕмĕр чаплă; аминь./

Эй Турă, Сан çине шанса тăратпăр: ырăлăхна пирĕн çие çитер./

Эй Турă, Эсĕ мухтавлă,/ Хăвăн сăмахусене вĕрент мана./ 3 хут.

Эй Турă, Эсĕ сыпăкран сыпăка пирĕн хута кĕретĕн, Эпĕ каларăм; эй Турă, Сан умăнта çылăха кĕтĕм, хĕрхен мана, чунăма сыват, терĕм./

Эй Турă, Сана тархаслатăп, Эсĕ манăн Туррăм, Ху хушнă пек пурăнма вĕрент мана,/ пирĕн пурăнăç Санран тухать; Эсĕ çултăрнипе çутă курăпăр,/ Хăвна пĕлекенсене ырăлăхна кăтартса пыр./

Святой Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çырлах пире./ 3 хут.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр – ĕмĕрех; аминь./

Святой Вилĕмсер, çырлах пире./

Святой Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çырлах пире.

Отпустительные тропари.

1, 3, 5, 7 гласы:

Паян тĕнче çăлăннă кун,/ тупăкран чĕрĕлсе тухнă/ пурăнăç Пуçлăхне асăнса юрлар:/ Вăл вилĕмĕпе вилĕме пĕтернĕ,/ вилĕме çĕнтерме хăват парса// пире пысăк ырăлăх тунă.

2, 4, 6, 8 гласы

Эй нумай ырăлăхлă Турă,/ Эсĕ тупăкран чĕрĕлсе тухнă,/ тамăк сăнчăрне татса янă,/ вилĕм судне пĕтернĕ,/ тăшман танатисенчен пурне те хăтарнă;/ Эсĕ Хăвăн апостолусене курăнса,/ вĕсене халăхсене вĕрентме янă,// вĕсен урлă пĕтĕм тĕнчене канлĕх панă.

Яндекс.Метрика