Символ веры

 

Тен Симвале

 

  1. Пĕр Атте Турра ĕненетĕп, Вăл пурне те тытса тăрать; пĕлĕте, çĕре, курăнаканнине, курăнманнине, пурне те Вăл пултарнă тесе.
  2. Тата пĕр Иисус Христос Турра ĕненетĕп, Вăл Туррăн пĕртен-пĕр Ывăлĕ, Вăл пур ĕмĕртен малтан Ашшĕнчен çуралнă; Вăл çутăран çута тухнă пек чăн Турăран çуралнă чăн Турă, Ăна пултарман, Вăл çуралнă, Вăл Ашшĕпе пĕрех, пурте Ун урлă пулнă, тесе.
  3. Вăл пире этемсене çăласшăн Çÿлтен анса, Святой Сывлăш хăвачĕпе Мария Хĕртен ÿтленсе çын пулнă, тесе.
  4. Понтий Пилат пурăннă вăхăтра Ăна пирĕншĕн хĕрес çумне пăталаса, асаплантарса, вĕлерсе пытарнă, тесе.
  5. Турă çырăвĕнче çырнă пек, Вăл виççĕмĕш куне вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă, тесе.
  6. Вăл Пĕлĕт çине çĕкленсе Ашшийĕн сылтăм енне ларнă, тесе.
  7. Вăл чĕррисене те, вилнисене те суд туса уйăрма аслăлăхĕпе тата килмелле, Унăн Патшалăхĕ нихăçан та пĕтес çук, тесе.
  8. Тата Святой Сывлăш Турра ĕненетĕп, Вăл чĕрĕлĕх парать, Вăл Ашшĕнчен тухать, Ăна Ашшĕпеле, Ывăлĕпеле пĕрле мухтаса пуççапмала; пророксене Вăл калаттарнă, тесе.
  9. Чиркĕве ĕненетĕп, Вăл пĕрреçех, таса, пĕтĕм çĕр çинче пĕрре   анчах, вал Апостолсенчен юлнă, тесе.
  10. Çылăха каçартармашкăн пĕрре анчах тĕне кĕмеллине пĕлсе тăратăп.
  11. Вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăрассипе
  12. леш тĕнчере ĕмĕр-ĕмĕрех пурăнассине кĕтсе тăрăтап. Аминь.

 

Яндекс.Метрика